Урок теми Шавлă хупă сасăсем.
IАчасен урока йĕркелесси.
Шăнкăрав сас пачĕ ,
Урока чĕнсе,
Пĕтĕм класс шăпланчĕ
Парта хушшинче .
Ак кĕрет учитель
Савăк сăнпалан,
Кăмăллă вăл питĕ
Пирĕнпе ялан .
IIВĕреннине аса илесси
а ,ă ,ы, у ,о - ?
э ,ĕ, и ,ÿ - ?
Х, к ,ă, в , ,ы, у ,р,о,
э, ш ,ĕ, л , и ,ÿ .
Мĕншĕн çак сасăсем хупă ?
Х, к , ă, в , ,ы, у ,ш, о,
э, й, ш ,ĕ, л , и ,ль,
м, ÿ, , н , п, нь, р.
Ялан янăравлă хупă сасăсем :в, , й, л, ль, м, н, нь,р .
IIIÇĕнĕ темăна ăнлантарни
Чăваш сăмахĕнче янăравсăр
к, п, с, ç, т, х, ч, ш хупă сасăсем икĕ уçă сасă хушшинче тата янăравлă хупă сасăпа уçă сасă хушшинче янăраса илтĕнеççĕ. Атă [ адă] ,унпа [унба]
Тăмана .
Тăмана вăрманта пурă нать.„Эпĕ каçпа аванрах куратăп „-тет вăл. Тăмана пĕр çул хушшинче пин шăши тытса çиет.
IVÇĕнĕ темăна çирĕплетни
Упа, мулкач , тÿшек ,карта ,автан.
VКану саманчĕ
Акă парта ,ак сĕтел , Ак кунта вара урай,
Акă кантăк , акă алăк , Тепĕр хут калар-ха хамăр.
1,2,34 харăс тăрса утăпăр,
5,6,7,8 шăппăн кĕрсе ларăпăр.
Ĕнер кунĕ . ех лапка – лапка юр çăватчĕ.Каçпа та вăл ча . ах чарăнмарĕ пулас . Ирхине ирех урама тухрăм та, çанталăк çав тери чи. еррĕн курăнчĕ. Йывăç тĕмĕсем ,çурт çийĕсем , çерем –пĕ. ĕм тавралăх шап-шурă,сывлăш у.ă.Сывла..а тăранаймăн.Çил па ..ах çук.Кун пек чух пÿлĕмре пă. ăхса ларăн –ши ?
Хĕллехи вăрман шăп тăрать . Пас тытнă туратсем питĕ илемлĕн курăнаççĕ: вĕсене такам юриех шурă путек пек тирĕпе хăнтăр тыттарнă евĕр туйăнать. Кăпăшка хăнтăр çине пин – пин кĕмĕл пĕрчи сапнă тейĕн: хĕвелпе çиçет, вылять , йăлтăртатать.Унтан вăрман тăррипе çил касси ĕрĕхтерсе чупса иртет те- туратсем сулăмлăн хумханса илеççĕ. Вара пас катрамăн катăлать , тусан пек вĕлтĕр- вĕлтĕр вĕçме тытăнать .
Автор: Салюкова Ольга Петровна