Проектная работа „Çĕнтерÿçĕсем манăçмаççĕ”
«Çĕнтерÿçĕсем манăçмаççĕ» тĕпчев ĕçне эпĕ Мăнçырма ялĕнче çуралса ÿснĕ хĕре, вĕрентекене Нина Семеновна Капитоновăна халаллатăп. Ку тема паянхи куншăн пĕлтерĕшлĕ тесе шутлатăп, мĕншĕн тесен кăçал Аслă Çĕнтерÿ пулнăранпа 66 çул çитет. Çак пысăк юбилей умĕн эпир пирĕн телейлĕ пурнăçшăн юн тăкнă паттăрсене ниепле те асăнмасăр хăвараймастпăр.
Манăн тĕпчев ĕçĕн тĕллевĕ вăл - 1941-1945 çулсенче пынă Аслă вăрçă витĕр тухнă çĕнтерÿçĕ салтаксене яланах сума сăвасси, хисеплесси.
Тĕпчев ĕçĕн задачи –
- шыравпа тĕпчев ĕçĕсенче тĕрлĕ мелсемпе тата меслетсемпе усă курасси;
- Нина Капитоновăн тăванĕсемпе курса калаçасси, ăна палланă, унпа пĕрле шкулта ĕçленĕ, вăрçăра пулнă çынсемпе, вĕсен асаилĕвĕсемпе паллашасси;
Тĕпчев предмечĕ:
Тăван çĕр-шывăн аслă вăрçине хутшăннă паттăр ентешĕн вăрçă хирĕнчи паттарлăх çулĕ. Унăн паттăрлăхне манманни.
Тĕпчев мелĕсемпе меслечĕсем:
Ĕçĕн практика пĕлтерĕшĕ:
Ĕçĕн практика пĕлтерĕшĕ пысăк, мĕншĕн тесен пухнă материал иртнĕ вăрçă кунĕсем çинчен татах та ытларах пĕлме май парать. Çак материалпа уроксенче, класс тулашĕнчи мероприятисене ирттернĕ чухне усă курма пулать.
Тĕпчев ĕçне пурнăçланă май эпĕ те нумай çĕнĕ япала пĕлтĕм. Ку маншăн пурнăçра усăллă пулма пултарать. Тĕл пулу, шырав, тĕпчев тата ытти ĕçсем туса ирттерни мана вăрçă мĕн тери тискер те хăрушă пулнине пĕтĕм чун-чĕрепе туйса илме пулăшрĕ.
Автор: Цыркунова Татьяна Леонарьевна